Чӑваш Енримял хуҫалӑх предприятийӗсенче вырмана тухнӑ, кӗрхисене те акаҫҫӗ.
Республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви «Агрохмель» обществӑра пӗрчӗллӗ йышши культурӑсене вырасси хӗрӳ пырать. Куславкка районӗнчи «Родина» кооперативра кӗрхи ыраш акма пуринчен малтан тенӗ пек пуҫӑннӑ. Красноармейски муниципалитет округӗнче те комбайнсем вырмара ӗҫлеҫҫӗ. Шупашкар районӗнче 4 хуҫалӑхра вырмана тухнӑ. Шӑмӑршӑ районӗнче кӗрхисене акма 1022 гектар ҫӗр хатӗрленӗ.
Куславкка районӗнчи Куснар ялӗ ҫывӑхӗнчи «Чӗмсӗр Сӑр чиккин строителӗсене» палӑка утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ. Унтанпа вӑхӑт нумай та иртмен - ҫӑхавсем те пулнӑ. Ҫынсем халӑх тетелӗсенче ун пирки япӑх комментарисем ҫырнӑ. Ҫакна регион управленийӗн центрӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Газонсенче ҫум курӑк ашкӑрать, каҫхине палӑк ҫывӑхӗнче ҫутӑ та ҫук. Ҫапла хурласа ҫырнӑ ҫынсем.
Халӗ палӑка хӑтлӑлатас ӗҫ пырать: ҫум курӑка ҫулаҫҫӗ, брусчаткӑсене йӗркене кӗртеҫҫӗ. Унта туристсем пирӗн регионтан кӑна мар, ытти хуларан та килеҫҫӗ. Палӑка кӗрсе курма чӑрмавсем ҫук.
Кӑҫал ака уйӑхӗнче Куславкка районӗнчи 42 ҫулти арҫын, цемент турттараканскер, полицие пырса ултавҫӑсен аллине ҫакланни пирки пӗлтернӗ.
Ун патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл строительство организацийӗн пуҫлӑхӗ-мӗн, Куславккара социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объект хута ярать имӗш. Вӑл цемент илсе килме ыйтнӑ.
Ку вара ӗненнӗ. Цемент илсе килнӗ чухне ҫав арҫын патне шӑнкӑравланӑ. Лешӗ ӑна телефон номерӗсем ҫине укҫа хума ыйтнӑ. Куславкка арҫынни каланине пурнӑҫланӑ. Пӗтӗмпе 6200 тенкӗ хунӑ вӑл.
Стройка вырӑнне ҫитсен тин вӑл ултавҫӑсен серепине лекнине ӑнланнӑ.
Кӑҫал Чӑваш Енре Чикӗсене тунӑ ҫынсене асӑнмалли куна пӗрремӗш хут паллӑ тӑвӗҫ. Ку мероприяти кӗркунне пулӗ.
Авӑнӑн 15-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 14-мӗшӗччен Пушкӑртстанпа тата Чӗмпӗр облаҫӗпе пӗрле "Ҫӗнтерӳ чиккисем" патриотлӑх марафонӗ иртӗ. Куславкка районӗнчи палӑк патне чечексем хурӗҫ. Юпан 25-27-мӗшӗсенче "Ентешсен ҫӑлтӑр кӑшӑлӗ" пӗтӗм тӗнчери фестиваль пулӗ. Юпан 28-мӗшӗнче "Сӑр чикки" опера премьери иртӗ.
Ӗҫлӗ пай - юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртекен "Ентешсен форумӗ".
Куславкка районӗнчи фермер тахҫан шкул пулнӑ столовӑйне йышӑннӑ та унта сыр пӗҫерме тытаннӑ. Прокуратура тӗрӗслев ирттерсен вӑл ҫав 170 тӑваткал метрпа саккуна пӑсса усӑ курнине тупса палӑртнӑ. Фермерӑн муниципалитетпа нимӗнле килӗшӳ те пулман.
Административлӑ йӗркене пӑснӑ тесе хресчен фермер хуҫалӑхӗ тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе вара представлени ҫырнӑ.
Паян Куславкка районӗнчи Аслӑ Куснар ҫывӑхӗнчи «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» палӑка уҫӗҫ. Савӑнӑҫлӑ мероприяти 11 сехетре пуҫланӗ, ӑна Чӑваш наци телекуравӗпе тӳрӗ эфирта кӑтартӗҫ.
Паян Чӑваш Ене РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли праваллӑ элчи Игорь Комаров килсе ҫитмелле. Ҫавӑн пекех кӳршӗ регионсенчен хӑнасем пулӗҫ.
Аса илтерер: палӑка пӗлтӗр ҫурла уйӑхӗнче тума тытӑннӑ. Ӑна юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче уҫма палӑртнӑччӗ, анчах срока раштав ҫине куҫарнӑ. Ун чухне те палӑк уҫӑлман. Мероприятие кӑҫал утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ ҫине куҫарма йышӑннӑччӗ.
Паян 9 сехетре Мускавра Паллӑ мар салтакӑн вилтӑпри патӗнчен ҫулӑм илӗҫ. Ӑна авточупупа пӗрле Чӑваш Ене илсе килӗҫ. Ҫак ҫулӑм Куславкка районӗнчи Аслӑ Куснар ҫывӑхӗнчи окоп чавнӑ ҫынсен паттӑрлӑхне халалланӑ палӑк патне ҫитӗ, унпа унти ҫулӑма ҫутӗҫ. Вӑл ӗмӗр сӳнми пулӗ.
Александр садӗнче ЧР Элтеперне Олег Николаева, саккун тӑвакан влаҫ органӗсен элчисене, ҫамрӑк армеецсене, нимеҫӗсене, Чӑваш Енрен тухнӑ офицерсене, Кремль курсанчӗсене, тыл ӗҫченӗсен ҫемйисене кӗтсе илӗҫ.
Ҫулӑма йӑтнӑ авточупу Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хулин ятне ҫӗнсе илнӗ хӑш-пӗр хула урлӑ Чӑваш Ене ҫитӗ. Колонна йышӗнче байкерсем, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи машинӑсем пулӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче каҫхи 6 сехет ҫурӑра Куславкка районӗнчи Карач ялӗ ҫывӑхӗнче, М-7 ҫул ҫинче, "Лада Калина" пӑшие ҫапса хӑварнӑ. Машинӑн малти кантӑкӗ ҫӗмӗрӗлнӗ. Салонри ҫынсем, телее, чӗрех юлнӑ.
Пӑши те чӗрех. Анчах чӗрчун авари хыҫҫӑн ҫул ҫинчен тӑрса тарайман. Унӑн ури хуҫӑлнӑ.
Сӑмах май, юлашки вӑхӑтра республикӑри ҫулсем ҫинче пӑшие ҫапса хӑварнӑ тӗслӗх темиҫе те пулнӑ.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсенче ҫурхи уй-хир ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ. Паянхи кун тӗлне илсен, пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 179,3 пин гектар ҫинче, е 85,5 процент, акнӑ. Пӗлтӗрхи ҫак кун тӗлне пӗтӗмпе 203,9 пин гектар акнӑ, е планпа пӑхнин 101,8 процентне.
Планпа пӑхнин 95 ытларах процентне хальлӗхе Муркаш (99,7%), Пӑрачкав (99,7%), Елчӗк (98,3%) тата Куславкка (98%) районӗсенче акнӑ.
Техника культурисене республикӑра 16 пин гектар (2021 ҫулта – 17,3 пин гектар) акнӑ, ҫав шутран 5,8 пин гектарӗ — рапс, 3,5 пин гектарӗ — горчица (сарӑ пӑрӑҫ).
Куславкка районӗнче Атӑлта "Сормовский-3068" ятлӑ йывӑр тиев илсе ҫӳрекен карап ӑшӑха ларнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерствине паян пӗлтернӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем вырӑна ҫитнӗ. Пӗтӗмпе 6 ҫын. Кунсӑр пуҫне ведомствӑн техники те пулӑшма килнӗ.
Аса илтерер: Атӑлта карап ӑшӑха ларни ытти ҫулсенче те пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |